Печать

Хусанкай вулавĕсем – 2021

2020 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнчен пуçласа 2021 çулхи кăрлач 18-мĕшĕсенче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ йĕркеленипе Петĕр Хусанкая халалласа вĕренекенсен пултарулăхĕн «Хусанкай вулавĕсем – 2021» регион фестивалĕ иртрĕ. Фестивале Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен тата Самар, Ульяновск облаçĕсенчен пĕтĕмпе 235 ача хутшăнна. Вĕсем П. Хусанкайăн сăввисене чăвашла, тутарла, вырăсла вуласа ÿкернĕ видеороликсем хатĕрлесе хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Хĕрÿ тупăшура пирĕн шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Ильина Анна çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Эпир Аннăна тата унăн ертÿçине И.А. Диаровăна ăшшăн саламлатпăр. Малалла та ăнăçу сунатпăр!