«Тӑван чӑваш чӗлхипе урок тулашӗнчи ӗҫе йӗркелесси» семинар.

Раштавӑн 22-мӗшӗнче Шупашкарти 33-мӗш шкулта «тӗлӗнмелле вӑйлӑ пуҫару» кӑтартнӑ. Ҫакнӑ «Хавал» чӑвашсен пуҫару ушкӑнӗ пӗлтернӗ. Ҫак шкулта стажер лапамĕ ĕҫленĕ май час-часах чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене валли семинар ирттереҫҫĕ. Хальхинче те семинарта тĕлĕнмелли нумай пулнă. Малтанах икĕ ăсталăх урокĕ кăтартнă - "Канмалли кун" (И.А. Диарова, 33-мĕш шкул), "Пултарулăх лаҫҫи" (А.М.Степанов, 40-мĕш шкул), ун хыҫҫăн чăваш чăрăшĕ хăйĕн тавра вĕрентекенсене те, вĕренекенсене те, вĕсен ашшĕ-амăшне те пуҫтарнă. Семинар вĕҫĕнче "ҫавра сĕтел" иртнĕ.

Чăрăш тавра иртнĕ уявра Хӗл Мучи те, Юр пике те чӑвашла калаҫнӑ, ачасем вара юрланӑ, ташланă, сӑвӑ каланӑ.

Ҫакна Ирина Диарова йӗркеленӗ. Хăй пӗлтернӗ тӑрӑх, «паллах, пӗччен мар», пулӑшаканӗсем те пулнӑ: шкул директорӗ, шкулти вулавӑш ертӳҫи, Хӗл Мучи пулнӑ Александр Марсович Степанов, ытти ҫын та.

Ирина Диарова чӑваш чӗлхине суйланӑ ашшӗ-амӑшне чӑвашла уяв иртересси пирки пӗлтернӗ. Хӑшӗ-пӗри кӑсӑкланман, теприсем хутшӑнма кӑмӑл туман, виҫҫӗмӗшӗсем илтмен. Кӑмӑл тунисем, пӗр 50 ҫын, уява ачасене хутшӑнтарас тенӗ. Хӑйсем курма пухӑннӑ. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем тата "Хавал" ушкӑн Ирина Диарова пуҫарӑвне ырланӑ май ытти шкулта та уява ҫапла чӑвашла ирттерме пулать тесе палӑртнӑ. Семинар тухăҫлă та усăллă иртнĕ.

Эпир хамăр ятран ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшне уява ирттерме пулăшнăшăн чунтан тав тăватпăр.