Хуран куклипе тĕлĕнтернĕ

Шупашкарти 33-мĕш шкулти 4-мĕш класра 26 ача ăс пухать. Вĕсем туслă пурăнаççĕ, тăрăшса вĕренеççĕ. Чи маттуррисенчен пĕри — Анастасия Сидорова. Вăл вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать, тĕрлĕ конкурса хаваспах хутшăнать.
Пĕлетĕр-и, тата мĕнпе тĕлĕнтерет вăл? Хулара çуралса ÿссен те чăвашла аван калаçнипе тата тăван чĕлхепе сăвăсем илемлĕ вуланипе. Настьăн амăшĕпе кукашшĕ пĕр-пĕринпе яланах чăвашла калаçнă. Мĕн пĕчĕкрен çакна итлесе çитĕннĕ хĕрача хăй тĕллĕнех тăван чĕлхепе пуплеме хăнăхнă. Кашни сăмаха шухăшласа, виçсе калаçаканскер чĕлхене пĕлнипе аслă классенче вĕренекен хăш-пĕр ачаран та ирттерет. Килте вара унпа вырăсла та, чăвашла та сăмахлаççĕ. Настя хăй те çав тери тăрăшуллă. Унсăрăн илемлĕ вулав конкурсĕнче малтисен ретĕнче пулаймĕччĕ.

dsc 0020

 Информация заимствована с сайта газеты "Тантăш" Ссылка  http://hypar.ru/cv/huran-kuklipe-telenterne