Юмах ҫĕр шывĕнче

            Нарăсăн 21-мĕшĕнче тĕнчере тăван чĕлхе кунне паллă тăваҫҫĕ. Ҫав пулăма шута илсе пирĕн шкулта паянтан тăван чĕлхе эрни пуҫланчĕ. Акă паян иккĕмĕш классем юмах тĕнчине "кайрĕҫ". Литература музейĕн ĕҫченĕпе пĕрле ачасем "Тилĕ тус" юмах лартрĕҫ, чăваш тумĕпе паллашрĕҫ. Тилĕпе пĕрле тата ташларĕҫ те. Унтан вĕренекенсем чăваш тумлĕ пуканесем мĕншĕн ҫăварсăр, вĕсем мĕн ятлине те итлесе пĕлчĕҫ. Чи кăсăкли вара кунта хутаҫа тытса хăв мĕн ĕмĕтленни пулчĕ. Пур ача та ĕмĕтленнĕ ĕмĕт пурнăҫланасса ĕненчĕ те, шанчĕ те. Юлашкинчен ачасем "Иван паттăр" мультфильм курса савăнчĕҫ.  

                            Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ 

IMG 0235IMG 0236IMG 0237IMG 0238IMG 0239IMG 0241