Чăваш ҫамрăкĕсен форумĕ.

            Шăмат кун, нарăсăн 16-мĕшĕнче, наци вулавăшĕнче тĕлĕнмелле чаплă пулăмра пултăмăр. Унта пĕрремĕш хут Чăваш ҫамрăкĕсен форумĕ иртрĕ. Ăна "Хавал" пĕрлешӳ йĕркеленĕ. Кăсăкли те, тĕлĕнмелли те ҫак уявра питĕ нумай пулчĕ. 6 сехет хушши пычĕ пулсан та эпир пĕрре те ывăнмарăмăр. Тĕрлĕ лапамсенче пулса хальхи ҫамрăксем мĕнле вăйлă пурăннинчен тĕлĕнтĕмĕр. Тутарстанран, Мускавран тата ытти регионсенчен килнĕ ҫамрăксене итлерĕмĕр, вĕсен пултарулăхĕпе паллашрăмăр. Ҫак форума эпир 11-мĕш класра вĕренекен Ятманова Миленăпа кайрăмăр. Милена каланă тăрăх, ҫакăн пек уявсем тăтăшах ирттерсен чăвашсем тĕнчере тата та нумайрах пулаҫҫĕ, тата вĕсем нихăҫан та пĕтмеҫҫĕ. Форумран ҫав тери ҫĕкленӳллĕ те хавас кăмăлпа таврăнтăмăр.

 dir1 dir2 dir4 dir5 dir3 dir6 dir7