Печать

Чăваш чĕлхипе литератури эрни.

            Ĕнер пирĕн шкулта чăваш чĕлхипе литератури эрни пуҫланчĕ. Шкул шайĕнче нумай ĕҫ планланă. Ĕнер И.Я. Яковлев калавĕсем тăрăх ӳкерчĕксен куравĕ уҫăлчĕ. Аслă класс ачисем Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалланă уроксем ирттерчĕҫ. Паян вара 5-мĕш класс ачисем чăваш сăвăҫипе Лидия Михайловна Саринепе тĕл пулчĕҫ. Сăвăҫ ачасене хăйĕн пурнăҫĕпе пултаруллăхĕ ҫинчен каласа кăтартрĕ, тĕрлĕ вăхăтра ҫырнă сăввисемпе паллаштарчĕ. Ачасем тĕрлĕ ыйтусем пачĕҫ, сăввисене пĕрле вуларĕҫ. Лидия Саринен сăввисене, кĕнекисене курса мăнаҫланчĕҫ. Вĕренекенсем каланă тăрăх, ҫакăн пек тĕлпулусем питĕ кирлĕ!