Анна Ильина маттур оратор!

            Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсĕн республика тапхăрĕ иртрĕ.

            Конкурса Театр çулне тата Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул çитнине халалланă.

            «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăх конкурсне хамăр республикăн тĕрлĕ шкулĕнче вĕренекен 150 яхăн ача хутшăнчĕ. Республика тапхăрне вара иккĕмĕш кĕретсĕр тапхăрăн çĕнтерÿçисем килсе çитрĕç.

            Жюри чи маттур та мал ĕмĕтлĕ 17 ача пултарулăхне курса савăнчĕ. Вĕсем Патăрьел, Вăрнар, Вăрмар, Комсомольски, Елчĕк, Тăвай, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпÿ, Шăмăршă, Шупашкар районĕсенчен тата Канаш, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен пулчĕç.

            Конкурсантсене Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствин тĕп специалист эксперчĕ Ирина Алексеевна Степанова тата Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Юрий Николаевич Исаев  саламларĕç.

            Конкурса хутшăнакансем «Тăван çĕр-шыв», «Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм», «Театр – наци чунĕ» темăсенчен пĕрне шăпа ярса суйларĕç. Пирĕн шкултан ку конкурса Анна Ильина кайма тивĕç пулчĕ. Вĕренекене "Театр - наци чунĕ" тема лекрĕ. Аня темăна туллин уçса парса 2-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.

Çĕнтерÿçĕне тата унăн вĕрентекенне И.А. Диарована саламлатпăр, малашне те хастар пулма сунатпăр!