«Театр — манăн пурнăçра»

            Кăçал Раççейре Театр çулталăкĕ пулнă май «Хыпар» Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ «Театр — манăн пурнăçра» видеоконкурс ирттерчĕ. Унăн тĕллевĕ — артист пултарулăхĕллĕ ачасене тупса палăртасси, аталанма хавхалантарасси.
            Конкурса 1-9-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнма пултарчĕç. Видеоĕçре чăвашла е вырăсла пĕр-пĕр юптарăва е пьеса сыпăкне выляса кăтартмалла /5 минутран ытла мар/пулчĕ. Конкурса хутшăнма раштавăн 8-мĕшĕччен ĕçсене редакцин электрон почтине папкăпа ярса патăмăр. Пирĕн шкулта 8А класра вĕренекен Анна Ильина Владислав Николаев çырнă "Сăпса" юптарăвне вуласа 2-мĕш выран йышăнчĕ. Унăн ерт
ÿçи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен И.А. Диарова.Эпир хĕрачапа унăн вĕрентекенне чунтан саламлатпăр, малашне те ăнăçусем сунатпăр!