Чăваш тĕнчи чĕлхере упранать

Ĕнер, пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче, Çĕрпу районĕнчи Патăрьел вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен «Чăваш тĕнчи чĕлхере упранать» темăпа методика ларăвĕ иртрĕ. Ку лару пĕр-пĕрин ĕҫ опычĕпе паллашма тата хутшăнма май паракан пысăк мероприяти пулчĕ. Çак ларăва Çĕнĕ Шупашкарти тата Шупашкарти 33-мĕш шкулта тăван чĕлхене вĕрентекенсем, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿҫи Г.Л. Никифоров, Ишентей (Петров) Николай Петрович ҫыравҫă хутшăнчĕҫ. Чи малтанах кил хуҫисем хăнасене ҫăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕҫ, юрă-ташăпа савăнтарчĕҫ. Иккĕмĕш хутра вара ал ăстисен куравĕ килнисене чăннипех тыткăна илчĕ. Мĕн кăна тума пĕлмеҫҫĕ-ши Патăрьел шкулĕн ĕҫченĕсемпе вĕренекенĕсем?! Пир тĕртмелли станок вара тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ. Аслисем ҫеҫ мар, кĕҫĕннисем те хаваспах пир тĕртеҫҫĕ кунта! Малалла ĕҫ-пуҫ ҫавра сĕтел тавра иртрĕ. Пуҫласа сăмах Çĕрпÿ районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ертÿҫи Татьяна Николаевна Петрова илчĕ. Вăл пире хăйсен кулленхи ĕҫĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, пултаруллисене район шайĕнчиХисеп хучĕсемпе чысларĕ. Çĕнĕ Шупашкарсем те айккинче тăрса юлмарĕҫ – юрларĕҫ те, вĕрентекенсене флешмоб мелĕпе ташлаттарчĕҫ те, паллах хайсен опычĕпе те паллаштарчĕҫ. Шупашкартан килнĕ Ирина Алексеевна Диарова вара А.Блинов кăларнă «Кала-ха» кĕнекепе ĕҫлемелли хăшпĕр мелсем ҫинчен каласа пачĕ. Лару ҫав тери тухăҫлă та усăллă иртрĕ. Хам ятран Патăрьел шкулĕн ертÿҫине Лидия Петровна Даниловăна, ассоциаци ертÿҫине, Опытнăй шкулĕн вĕрентекенне Татьяна Николаевна Петровăна, Сĕнĕ Шупашкарти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен ертÿҫине Алевтина Александровна Такинăна пысăк тав сăмахĕ калатăп.

Информацие хатĕрлекенĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен И.А. Диарова

DKQO6563

DKQO6563

DKQO6563

\

DKQO6563