Печать

 Чăваш чĕлхипе литературин эрни.

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуҫласа 24-мĕшĕччен пирĕн шкулта яланхиллех чăваш чĕлхипе литературин эрни, анчах кăҫал вăл инҫет мелĕпе, иртет. Çак эрнене халалласа нумай конкурссемпе акцисем иртеҫҫĕ. Пирĕн шкулта та вĕсем сахал мар. Акă 2-мĕш класра вĕренекенсем «Манăн тус», 5-мĕш классем «Манăн юратнă чĕрчун», 7-мĕшсем «Манăн юратнă ҫулталăк вăхăчĕ» темăсемпе ÿкерчĕксем туса инҫет мелĕпе ярса пачĕҫ. Ĕҫсем ҫав тери илемлĕ те ăнăҫлă пулса тухнă. 3-мĕшсем вара «илемлĕ вулакан» акцие хутшăнса хăйсен ĕҫĕсене ҫав мелпех ăсатрĕҫ. Ачасем хаваспах кокурссене хутшăнни ҫак йывăр вăхăтра тата та ăнăҫлăрах ĕҫлеме хавхалантарать. Пурне те пысăк тав!

 

IMG 12

IMG 12 IMG 12 IMG 12

IMG 12

IMG 12

IMG 12