Юратнă уяв.

Катаччи те катаччи!

Сарă хĕрпе Сар каччи!

Ҫĕнĕ ҫуна тупрăмăр,

Тăвайккине тухрăмăр.

Паян, пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче, пирĕн шкулта ҫăварни иртрĕ. Кашни ҫулти пекех аслисем те, кĕҫҫĕннисем те ҫак куна чăтăмсăррăн кĕтрĕҫ. Уяв валли  пур класс та юрăсем, ташăсем, вăйăсем, сăвăсем вĕренчĕҫ. Хутшăнакансем чăваш халăх юррисене те, ташшисене те, вăййисене те кăмăлласах йышăнчĕҫ, хаваспах хăйсем те хутшăнчĕҫ. Юлашкинчен ҫăварни карчăкне ҫунтартăмăр, икерчĕ ҫирĕмĕр. Уяв пурне те килĕшрĕ!