Выставка-курав

Паян пирӗн шкулта выставка-курав ӗçлеме пуçларӗ. Выставкăна « Радуга» курав центре йӗркеленӗ. Ку паллă пулăма  Ӗç çыннин çулталăкне  халалланă. Пилек урок хушши ачасем куравра пулчӗç, ӳкерчӗксемпе паллашрӗç. Ку ӗçсенче тӗрлӗ профессисен пултарулăхне кăтартса панă. Ачасене курав çав тери килӗшрӗ, уйрăмах хамăр республикăри паллă çынсене халаллани. Выставка ертӳçи ыйтусем те пачӗ, ачасем вӗсене хаваспах хуравларӗç. Курав малалла пырать, пур класс та курава çитсе курма хатӗр. 

IMG 6501IMG 6500